Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар округӗ

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Шупашкар округӗнчи Ишлей станцийӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунса кайнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара икӗ сехетрен сӳнтернӗ. Анчах ҫулӑм ҫурта, гаража тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Гаражра вара «Тойота Марк 2» машина ларнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, хӑть ҫывӑхра ларнӑ икӗ машинӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электросеть авариллӑ режимра ӗҫленине пула тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_270040
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Утӑ уйӑхенче«Хавал» ҫуллахи университет ӗҫлессине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл утӑн 16-22-мӗшӗсенче Шупашкар округӗнчи санаторире иртӗ.

Кӑҫал унта тӗрлӗ факультетра пӗлӗве тарӑнлатма май пулӗ. Сӑмахран, куҫару, меслетлӗх, ИТ, театр, юрӑ-кӗвӗ, ӳнер факультечӗсем ӗҫлӗҫ. Экспертсем вара тӗрлӗ лекци вулӗҫ. Вӗсенчен пӗри Чӑваш наци радиовӗн ӗҫченӗ Элтияр Александров пулӗ. Вӑл чӑваш мифӗсем тата фолькор пирки каласа кӑтартӗ.

Кӑҫал университета тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем килӗҫ, тӑван чӗлхипе паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14065
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Паян 10 сехет тӗлнелле Шупашкар округӗнчи Ҫӗньялта инкек пулнӑ: 2 ҫулти ача ҫурт умӗнчи канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ. Шел те, пӗчӗкскер вилнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: ку ҫӑл – шыв юхтарса кӑлармалли тӗп тытӑм пайӗ мар, унпа ҫуртра пурӑнакансем усӑ курнӑ. Ҫемье ятарлӑ органсенче шутра тӑман.

Вырӑна Шупашкар округӗн прокурорӗ Сергей Кабуркин ҫитнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӑл мӗнле иртнине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4476
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи